Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Суту-илÿре хавхаланать

Юлашки çулсенче тĕпренех çĕнелсе улшăннă «Ромашка» лавккана кĕрсе тухма та кăмăллă. Суту-илÿ предприятийĕ илемлĕн курăнса ларнăран мар, паллах, пахалăхлă таварсемпе тивĕçтернĕрен.

Татьяна Михайловăпа тĕл пулса калаçнă чухне унăн ырă енĕ тÿрех палăрчĕ. Элĕк салинчех çуралса ÿснĕ иккен хĕрпĕрчи. Унăн çывăх çыннисем Лидия Александровнăпа Семен Федорович Ефимовсем сăпайлă çынсемччĕ çав. Вĕсем ачисем те йĕркеллĕ, хăйсемшĕн, тăван çĕршывшăн та усăллă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă пулинех.

Элĕк хĕрачи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн професси илес тесе тăрăшнă. Чăваш ял хуçалăх академийĕнче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ вăл, технолог пулса тăнă. Çутă ĕмĕтлĕ хĕрĕн умри çулĕ яриех уçăлнă. Профессипех ĕçлеме шутланă Таня. Анчах ăна сĕнÿ-канаш паракан тупăннă. «Райпора сутуçă кирлĕ. Унта ĕçлеме кăмăл пур-и?», - тенĕ. Уçă кăмăллă çамрăк сĕнÿпе хаваспах килĕшнĕ. Çапла Элĕкри универмагра ĕçлеме тытăннă.

- Районти потребительсен обществин ĕçченĕ пуласси яваплă. Çапах та килĕштертĕм, юратрăм çак ĕçе. Малтанхи вăхăтра сутуçăра тимленĕ пулсан, халĕ заведующире тимлетĕп. Ĕçтешĕм лайăх манăн. Валентина Тихонова суту-илÿре нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă. Эпир унпа пĕр чĕлхерен пурăнатпăр. Пирĕн тĕллев - тавар туянакансен ыйтăвне туллин тивĕçтересси. Çав шухăш-ĕмĕт малаллах чĕнет, вăй-хал хушать, хавхалантарать те, - пĕлтерет Татьяна Семеновна.

- Ку чухнехи суту-илÿре конкуренци тени пĕлтерĕшлĕ. Чăнах та, «кĕрешме» çăмăлах мар. Çапах та чăн-чăн, паха çипуç илесшĕннисем пирĕн патах кĕреççĕ. Эпир вĕсене кăмăлпах йышăнса кирлĕ таварпа тивĕçтеретпĕр, - хăпартланчĕ лавкка ертÿçи. - Çынсемшĕн тăрăшса, йÿнĕрех хакпа туянма май пултăр тесе акцисем те ирттеретпĕр.

Тăрăшуллă суту-илÿ ĕçченĕ ырă кăмăллă мăшăр, сăпайлă амăшĕ те. Элĕк хĕрĕн юратнă çынни те çывăхранах - район центрĕнченех.

Татьяна Семеновнăпа Сергей Вениаминович вун тăватă çул юнашар. Вĕсем икĕ хĕр пăхса ÿстереççĕ. Асли, Аня, çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă. Лиза çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул алăкне уçĕ.

Михайловсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, юратаççĕ. Ун пек çемье çирĕпех. Килĕшÿллĕ йышра пурнăç та ăнать. Апла пулсан çамрăк мăшăрăн малалла талпăнас, ĕçлес, савăнас та килет. Сăмах майĕн каласан, Татьяна Семеновнăн мăшăрĕ аслă пĕлÿллĕ специалист. Чун-чĕреллĕ кил хуçи хĕрарăмне вара савнă мăшăрĕ, ачисем кулленех хавхалану кÿреççĕ. Михайловсем Раççей Çамрăкĕсен кунне тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ, ырă малашлăха шанса пурăнаççĕ.

Елена ИВАНОВА.



26 июня 2020
15:00
Поделиться