Тилĕсем яла кĕреççĕ
Тилĕ - вăрманта пурăнакан тискер чĕр чун. Çапах та ăна уй-хирте е ялсем çывăхĕнчи хÿтлĕхсенче тата выльăх-чĕрлĕх фермисем таврашĕсенче те час-часах курма пулать. Кунта вĕсем апат шыраççĕ тата вăрттăн вырăнта хăйсем валли йăва та çавăраççĕ.
- Çак кунсенче, акă, Мăн Ямаш ял варринчи вăтам шкул çывăхĕнчех чее сарă тилĕсене асăрхарăмăр. Вĕсем ял çыннисене хăнăхса пыраççĕ пулас, çавăнпа та ытлашши хăраманни палăрчĕ. Хамăр сиснĕ тăрăх, çав тилĕсем кивĕ шкул хыçĕнчи тарăн çырмара, вăрăм курăк хушшинчи ăшă йăвасенче пурăнаççĕ. Шыраса тупасчĕ вĕсене. Çавăн чухне çеç ял çынни чăххи-чĕппи тата хур-кăвакалĕ çухалма пăрахĕ, - терĕç Нина Ильинапа Надежда Морская, Роза Александровăпа Наталия Яковлева кил хуçи хĕрарăмĕсем.
Ку - çивĕч, пурне те пăшăрхантаракан ыйту. Ветеринари станцийĕпе сунарçăсен районти обществи ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнсан аванччĕ. Ял çыннисем вĕсенчен пулăшу кĕтеççĕ.
Геннадий САВЕЛЬЕВ.