Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырма тени чăрмавсăр та мар

Çу кунĕсем уяр, типĕ тăнă май районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене вырасси ăнăçлă пуçланчĕ. Хĕрÿ ĕç шавĕ пур çĕрте те анлă сарăлчĕ. «Уй-хир карапĕсем» çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Вĕсен шучĕ хушăнсах пычĕ. Ылтăн пек тырă уйĕнче пурĕ 28 техника.

Çапла, уяр çанталăкра ĕçлеме аван. Тăрăшма, вăй хума ан ÿркен кăна. Анчах та кунĕсем тĕрлĕрен килеççĕ-çке. Çут çанталăкăн хăйĕн йăли-йĕрки, саккунĕ тейĕн. Мĕнех тăвăн, ăшă çумăрĕ те вăйлах çуса иртрĕ. Ку та кирлĕ тейĕпĕр. Ырринех кĕтет, шанать-ха çĕр ĕçченĕ. Ăнса пулнă тырă-пула вăхăтра пухса кĕртме ĕмĕтленет. Çав шухăш-туйăм «Авангард» ял хуçалăх предприятине çитсен те яр уççăнах палăрчĕ.

Мăн Кăканар ялĕн вĕçĕнче - йĕтем. Ăна вырмана лайăх хатĕрленĕ. Тикĕслесе якатнă, асфальтласа хытарнă анлă лаптăка уй-хиртен тырă пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăрать. Ăна пухăнсах кайма памаççĕ. Çийĕнчех аласа тасатассине йĕркеленĕ. Тырă уйран таса, типĕ килни савăнтарать ĕçченсене. Кĕрхи тулă ăнса пулни те куç кĕретех. Ăнăçлăх, паллах, хăй тĕллĕнех килмест.

Пысăк тухăçшăн кĕрешÿ иртнĕ çулах пуçланнă. Кĕр тыррисене вăхăтра, лайăх пахалăхпа акса хăварнă.  Тырри пысăк репродукциллĕ, таса. Лаптăкĕ те пĕчĕкех мар - 412 гектар. Халĕ ăнса пулнă тырра пÿлмене кирлĕ пек кĕртессишĕн тимлеççĕ те.

- Сортировка яра куна пĕр тикĕс ĕçлет. Каç пулсан та киле васкамастпăр, тырра тĕттĕмчченех алатпăр, - терĕ Валерий Моисеев машинист.

Вăл опытлă ĕçчен, техникăна аван ăнланать. Вăрлăх хуçалăхне лайăхлатас ĕçе çулленех пысăк тÿпе хывать. Халĕ те, авă, сортировкăна кĕрлеттерет кăна. Ытти ĕçченĕсем те чăн ăстасемех тейĕн. Акмалли тырра çур аки валли хатĕрлемелле-и, уй-хиртен килекеннине тасатса, типĕтсе склада кĕртмелле-и - хаваспах хутшăнаççĕ. Кусем - Зоя Фомина, Алевтина Филиппова, Ирина Семенова, Вячеслав Яшмолкин, Фаина Куликова.

Йĕтем çинчи ĕç-хĕле йĕркелесе ертсе пыраканĕ кам пултăр? Паллах, Елена Логинова. Вăл чылайранпа кладовщикра тăрăшать, хуçалăх пурлăхне шанчăклă упрать эппин. Хуçалăх ертÿçи Сергей Петров каланă тăрăх, виçĕ çын тивĕçне те пурнăçлать Елена Георгиевна. Халĕ, авă, вăл весовщик, агроном тата склад ертÿçи те. Çапла хуçалăхăн пĕтĕм ырлăх-пурлăхĕ унăн алли витĕр тухать. Елена Логинова халĕ те яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлет. Вăл вăрлăхлăх культурăсене йĕтем çинчех лайăх тасатса кондицие лартассишĕн вăй хурать. Аланă тырă пысăк, типтерлĕ склада кĕрет. Ăна Ассакассинчи кĕлетсене те хываççĕ. Ĕç конвейерĕ ятарлă технологипе килĕшÿллĕн шăвать те шăвать тейĕн. Сортировка витĕр тухакан тырă автомашина кузовĕ çине пырса тăрать. Ăна Максим Моисеев çамрăк михĕлесе пырать. Кузов тулса çитет те, автомашина çула тухать. Тырра склада турттарса пушатассипе те алакансемех ĕçлеççĕ. Курăнать - йыш пĕчĕк. Йĕтем çинче ĕçлеме çынсем çитмеççĕ.

Вырмара ĕç-хĕлĕ сахал мар. «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕ пĕчĕк лаптăк çинче ĕçлеме хăнăхман. Кăçал тĕш тырă культурисене 836 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Уй-хирте пуян тыр-пул çитĕнтернĕ. Уйсене ылтăн, сарă тĕс çапнă. Кĕр тыррисен пучаххисем сулмаклă. Вĕсене алла илнипе пĕрлех çуртрисен уйне куçма палăртнă. Тулă, урпа, сĕлĕ лаптăкĕсем 424 гектар таранах. Вĕсене вырассипе виçĕ комбайн ĕçлет. Тĕш тырă культурисене хăвăрт, лайăх пухса кĕртессишĕн кĕрешÿ пырать. Шел пулин те, чăрмавсемсĕр мар çав. Тырă выракан «Дон» комбайнсем кивелсех çитнĕ. Вĕсен хăвачĕ те чакнă ĕнтĕ, час-часах «чăхăмлама» хăтланаççĕ. Ĕç хăвăртлăхĕ  те тивĕçтермест. Районти патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ Константин Майоров каланă тăрăх, техника, тĕпрен илсен, тахçанхиех. Комбайнсем кăна мар, тракторсем те ытларахăшĕ кивĕ. Çав хушăрах вĕсене ĕçлеттерессишĕн тăрăшни те паллă. Хуçалăхра кĕр тыррисене акма хатĕрленес енĕпе ăнăçлă ĕçленĕ. Çĕре 450 гектар таранах сухалса çемçетнĕ.

Хĕрÿ тапхăрта ырринех шанаççĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатсах пыма тăрăшаççĕ. Машинăпа трактор пар- кĕнче пушă вăхăтра механизаторсене ларма, канса илме меллĕ кĕтес туса панă. Уй-хирте, йĕтем çинче ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр чăрмавсем канăç памаççĕ Сергей Петров председателе. Вăл йĕркелесе ертсе пынипе Карачурасемпе Кăканарсем тата Ассакассисем малаллах кайма, вырмана ăнăçлă ирттерме тĕллев лартнă.

Елена ТИМОФЕЕВА.



14 августа 2020
10:09
Поделиться