Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлехи центр йĕркелĕç

Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев кăçал суйлав пĕрремĕш хут виçĕ куна тăсăлнине палăртнă.  Аса илтеретĕп, сентябрь уйăхĕнче республикăра Чăваш Ен Пуçлăхне, çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене палăртассипе суйлавсем иртеççĕ. Ку хутĕнче сасăлав виçĕ куна тăсăлать. Сентябрĕн 11-12-мĕшĕсенче - маларах сасăлама майсем туса параççĕ пулсан, сентябрĕн 13-мĕшĕ вара суйлав ирттермелли тĕп кун шутланать.

Обществăлла пĕрлешÿсем, политика партийĕсем, кандидатсемпе сăнавçă пулса суйлава хутшăнас тĕллевлĕ пуçаруллă граждансем питех те хастарлăхпа палăрнине кура суйлавра тупăшу çивĕч пулассине халех палăртма май пур.

- Обществăлла пĕрлешÿсене тата Обществăлла палатăна пĕрлехи центр йĕркелес ĕçе хăйсем çине илесси çинчен шутласа пăхма сĕнесшĕн. Ман шутшпа, сасăлава мĕнле хатĕрленни, вăл мĕнле пыни, йĕркене пăсни, ку тĕлĕшпе мĕнле йышăнусем туни çинчен, пĕр сăмахпа каласан, суйлавпа çыхăннă мĕнпур информаци пухăнакан сăнав центрне йĕркелени çак ĕçĕн витĕр курăнаслăхĕпе уççăнлăхне ÿстернипе пĕрлех йĕркене пăсассине чакарма та пулăшать, - палăртнă Олег Николаев.   

Регион ертÿçи партисен, кандидатсемпе  обществăлла пĕрлешÿсен представителĕсене аккредитаци витĕр тухма, сăнавçă пулса суйлава хутшăнас тĕллевлисене тупма тата вĕсене вĕрентме пулăшмалли çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Ку енĕпе центр асăннă процеса хутшăнакансемшĕн ĕç-пуçа тивĕçлипе йĕркелеме май паракан лапам пулма пултарать.

- Эпир кун пек центр йĕркелесси çинчен шутланă-ха, ăна Обществăлла палата никĕсĕ çинче туса хурасси çинчен те калаçнăччĕ маларах. Çитес тапхăрта иртекен суйлавра асăннă центра йĕркелени халăх влаçпа пĕр шухăшлă пулнине палăртма та май парать, çавăнпа та  унăн ĕçĕ питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ, - регион ертÿçин шухăшĕпе килĕшсе пĕлтернĕ Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков.

Олег Николаев çитес тапхăрта иртекен суйлавра центр ĕçне йĕркеленĕ тата  пĕтĕмĕшле сасăлава ирттернĕ чухне те коронавирус сарăлассинчен асăрханас тĕлĕшпе хăрушсăрлăх йĕркисем çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

Аса илтеретпĕр, Олег Николаевăн Чăваш Енре суйлавра витĕр курăнаслăхпа, уççăнлăхпа тивĕçтерессипе тунă ку пуçарусем пĕрремĕш мар-ха. Маларах регион ертÿçи сĕннипе республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕ Пуçлăх пулас тĕллевлĕ кандидатсене пурне те регистрацилениччен муниципалитетсен фильтрĕ витĕр тухма майсем туса панăччĕ. 

Э.ЭЛИНА.   

 



20 августа 2020
09:59
Поделиться
;