Потребкоопераци отличникĕ
Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар. Тăхăр вунă çул хушшинче мĕн кăна курма тивмен-ши ăна. Мăшăрĕпе пĕрле çĕкленĕ çуртра пĕчченех тăрса юлнăччĕ. Çывăх çынни пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çичĕ çул та çитнĕ.
Сăмахăма Элĕк салинче пурăнакан хисеплĕ çын Михаил Спиридонов çинчен пуçларăм-ха. Вăл çак кунсенче хăйĕн сумлă менелникне - тăхăр вунă çул тултарнине паллă тунă. Ăна Элĕк енре палламан, пĕлмен çын çук та пулĕ. Михаил Спиридонович хăй ĕмĕрĕнче кашнишĕн сахал мар тăрăшнă тесе калама та юрать. Ырлăх-пурлăх хуçи пулнă-çке вăл. Тĕп-тĕрĕссипе каласан-и - районти потребительсен обществинче çур ĕмĕре яхăн склад ертÿçинче вăй хунă. Мĕнле апат-çимĕç продукчĕ кирлĕ - Михаил Спиридонович куçĕнчен пăхма тивнĕ. Унăн «пÿлминчен» ĕçмелли-çимеллине, аш-пăша, çăнăх-кĕрпене, пылак çимĕçе, тĕрлĕ вак-тĕвеке кулленех обществăлла апатлану предприятийĕсене, суту-илÿ организацийĕсене турттарса тăнă. Склад алăкĕнчен сутуçăсем уйрăлма та пĕлмен. Хăйсене кирлине туянас тесе черетре чылаях тăма та тивнĕ вĕсен. Сăпайлă склад ертÿçи никама та кÿрентерес темен, пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшнă.
- Михаил Спиридонович халăхпа ĕçлеме те, шÿтлеме те пĕлетчĕ. Унпа хутшăнса калаçма та кăмăллăччĕ. Ырă сĕнÿ-канаш паратчĕ вăл, пулăшма та хавасчĕ. Склад тулли те пуян пултăр тесе тимлетчĕ. Сутуçăсен заказĕсене тĕпе хуратчĕ. Вĕсем ыйтнине кÿрсе килсех тăратчĕ, - каласа пачĕ пĕр вăхăтра вăй хунă ĕçтешĕ Александр Тимофеев.
Таварпа тивĕçтересси вара çăмăллăнах пулса пыман. Никам çине те питех шанмалли пулман ун чухне. Склад ертÿçи чылай чухне хăех çула тухнă.
- Вăрнара, Çĕмĕрлене, Етĕрнене час-часах çитнĕ. Республика тулашне те сахал мар кайнă. Тулли тиевпе çитесси те йывăрлăх кÿретчĕ. Çул-йĕр япăххи уйрăмах пысăк чăрмавччĕ, - иртнине ума кăларчĕ юбиляр.
Çапла пĕррехинче çур çĕр тĕлĕнче таварпа çитнĕ-мĕн. Территорире пĕр хуралçă кăна. Унпа пĕрле пĕтĕм тавара райпо картишнех пушатма тивнĕ. Аяк-ри машинăна каялла кăларса ямалла-çке. Михаил Спиридонов каланă тăрăх, ун пек тĕслĕхсем пĕр хутчен кăна пулман. Юрать-ха хаклă та пуян тавара никам та тĕкĕнмен.
Склад ертÿçине пĕччен ĕçлесе пыма та çăмăл мар. Çавна май Михаил Спиридонович мăшăрĕпе Ольга Николаевнăпа пĕрле вăй хума пуçлать. Иккĕн иккĕнех, пуçа усмаççĕ вĕсем. Алла-аллăн тытăнсах ĕçлеççĕ тейĕн. Шанăçа тÿрре кăларсах пыраççĕ Спиридоновсем. Пур тĕрлĕ тавара типтерлĕ упраççĕ. Учетпа отчет ĕçне те çирĕп пурнăçлаççĕ. Çапла ĕç-хĕл те кал-кал пулса пынă. Тавар ытлашши тухни е çитменни нихăçан та пулман-мĕн мăшăрăн. Растрата тенине вуçех те курман, илтмен те вĕсем.
- Атте-аннене пулăшма эпĕ хам та хутшăннă. Тавар килсен васкасах пушататтăмăр, склада вырнаçтараттăмăр, - калаçăва хутшăнчĕ Спиридоновсен аслă хĕрĕ Людмила.
Ăна, вăр-вар та çаврăнăçуллăскерне, райпона ĕçлеме те илнĕ. Малтанах грузчик пулнă, каярах ревизора шаннă хĕр пĕрчине. Вăл вара вуçех те парăнман. Пур магазинсене те çуранах çÿренĕ, районта çитмен вырăн хăварман. Людмила ашшĕ çулĕпе малаллах каять. Шупашкарти экономикăпа технологи техникумне вĕренме кĕрсе бухгалтер специальноçне илет. Çапла Спиридоновсен ĕç династийĕ сарăлса, вăй илсех пырать. Сăмах майĕн каласан, Михаил Спиридоновичăн шăллĕ Геннадий те райпо тытăмĕнче водительте нумай çул ĕçлесе ырă йĕр хăварнă.
Тăрăшакан, вăй хуракан яланах чыс-хисепре. Михаил Спиридонович - совет потребительсен кооперацийĕн отличникĕ. Уявсенче унăн кăкăрне ытти сумлă наградăсем - Аслă Çĕнтерĕве халалланă юбилей медалĕсем, «Ĕçри хастралăхшăн» медаль, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсем илем кÿреççĕ.
Михаил Спиридонов - вăрçă ачи. Тукач ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сакăр ачаран чи асли пулнă май хура-шур сахал мар курнă. Йывăр-и, çăмăл-и - пурнăç уттинчен юлман вăл. Хастар яш çар тивĕçне Грузире пурнăçланă. Тăван çĕршыв чиккине пилĕк çул шанчăклă сыхланă. Салтакран таврăннипе пĕрлех ĕçе кÿлĕннĕ. Вăхăтра çемье çавăрассине те тĕпе хунă каччă. Сурăмварри хĕрĕпе Ольга Николаевнăпа туслă çемье йĕркеленĕ. Чун-чĕреллĕ мăшăр Элĕк салинче çĕнĕ пурнăç чĕртнĕ. Капмар та илемлĕ кил-çурт çавăрнă Спиридоновсем. Пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Николай, Олег, Юрий ывăлĕсем тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Николай Чечен Республикинче лăпкă мар пурнăçа йĕркеленĕ çĕре те хутшăннă, çапăçуллă вырăнта пулнисен ветеранĕ. Людмила хĕрĕ шут ĕçченĕ пулсан, Любовь сывлăх ĕçченĕ. Шел, инкексĕр те мар çав пурнăç тени. Олег ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни хуйхă-суйхă илсе килнĕ çемьене.
- Манăн сакăр мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук, - хăпартланчĕ Михаил Спиридонович.
Хисеплĕ ватă тимлĕхсĕр мар, ăна ачисем пăхса, асăрхасах тăраççĕ. Мĕнех тăвăн, ватлăх савăнăç мар. Вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ хăйĕн сывлăхĕ хавшанине туйсах тăрать. Епле пулсан та ырă ĕмĕтпех пурăнать вăл.
Елена ТИМОФЕЕВА.