Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тухăç çанталăкран та нумай килет

Паян çĕр ĕçченĕн тĕллевĕ - çитĕнтернĕ тыр-пула тĕппипех тата вăхăтра пухса кĕртесси. Ырă çанталăкра камăн тĕлĕрес килĕ-ха? Паллах, никамăн та. Çапла районти аграрисем хура кĕрччен уй-хир тухăçне пухса илме васкаççĕ. Юрать-ха, çанталăкĕ хĕвел питтинчех тĕш-тырă культурине типĕтме май парать.

Вырма кăçал пĕлтĕрхинчен хăвăртрах пынине куратпăр. Комбайнсем уй-хире иртнĕ çулхинчен маларах тухнине те палăртмалла. Акă Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та хĕрÿ ĕççи пырать. Мăн Вылă салинчи йĕтемçи çумĕнчи уйра комбайн курăнса кайрĕ. «Уй-хир карапĕ» пиçсе çитнĕ тырра пухса илет те часах йывăр тиевлĕ машинăна куçарать. Аслă уйра иккĕн тăрăшаççĕ. Олег Шленскийпа Вячеслав Яковлев «Полесье» комбайна ĕçлеттереççĕ. Кусем иккĕшĕ те Атмалкасси ялĕнчен. Хăйсен ĕмĕрĕнче ылтăн пек тырă пуссинче сахал мар тар кăларнă. Халĕ те вĕсен экипажĕ çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Тырă пĕр тикĕссĕн вырăнать. Çум курăк таврашĕ тырă лаптăкĕнче курăнса каймасть. 

Тырă аланă çĕрте Олег Иванов, Александр Михайлов тимлеççĕ. Сортировка пĕр тикĕс кĕрлет те кĕрлет. Акă трактор прицепĕ çинчен пушатнă сĕлĕ купи те часах чакса пырать. Ăна вара вăрлăхлăх хатĕрлеççĕ. Аласа тасатнă тырă михĕсене тулать те кĕлете ăсанать. 10 çынна яхăн пысăк ĕç тăвать. Тырра тасатса та, аласа та ĕлкĕреççĕ. Бригада ушкăнĕнче Людмила Михайлова, Луиза Соколова, Лариса Скворцова, Римма Ефимова, Светлана Дмитриева, Эдик Михайлов чылай çул ĕçлеççĕ. Пысăках мар ушкăн туслă та пĕр харăссăн ĕçлет. Çавăн пекех тулă та выраççĕ. Унăн лаптăкĕ те сахал мар-ха. Ăна вара апат-çимĕçлĕх хатĕрлеççĕ.

Юнашарах хуçалăх ферми. Пĕр ĕç те тепринчен юлмалла мар. Кăнтăрлахи вăхăтра ĕне-выльăха электрокĕтÿçе кăларса симĕс курăк çитереççĕ. Ирпе каç  апатлантарма вара симĕс масса кÿрсе килеççĕ ферма ĕçченĕсем.

Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ сенажлăх та, яра куна выльăха çитермелĕх те пурри аван. Фермăра Валентина Пшанкова, Зоя Исаева, Татьяна Чмекова дояркăсем те нумай çул сăвăма ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Николай Пшанковпа Светлана Козлова вăкăрсем пăхаççĕ. Анастасия Порфирьевăпа Ирина Пшанкова çамрăксем пăру пăхнă çĕрте тимлеççĕ. Хуçалăхри кашни ĕçре вара техника пысăк пулăшу кÿрет. Вăл юсавлă тата çĕнĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Куншăн та яра куна тăрăшаççĕ Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн механизаторĕсемпе шоферĕсем.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов иртнĕ кунсенче «çанталăк ял хуçалăх культурисемшĕн ăнăçлă йĕркеленмен пирки республикăра тырă иртнĕ çулхинчен сахалрах тухассине» пĕлтернĕ. Çак  чăнлăхпа çĕр ĕçченĕсен те, вĕсемпе кăсăкланакансен те çырлахма тивет. Тырă тухăçĕ çанталăкран нумай килет.

Пĕлме: июлĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта тĕш тырă культурисен тухăçĕ пĕр гектартан 22,7 центнерпа танлашнă.

А.СИЛИВЕСТРОВА.



04 августа 2021
15:50
Поделиться