Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пенсионерсем сывлăха çирĕплетрĕç

Соль-Илецк Оренбург облаçĕнчи чи паллă курорт хула. Кунта тăвар туса кăлараççĕ. Канма тата сывлăха çирĕплетме Пĕтĕм Раççейрен пуçтарăнаççĕ. Элĕк район пенсионерĕсем те хăйсен сывлăхне çирĕп- летме, уйрăмах ал-ура сыпписене, пилĕке Соль- Илецкри тăварлă кÿлĕсенче выртма, сиплĕхлĕ пылчăк çинче урасене чиксе ларма пултарчĕç.

Ирхине 7 сехете Элĕкрен автобуспа тухса кайрăмăр. Çурçĕр тĕлне Соль-Илецк хулине çитрĕмĕр. Малтанах калаçса татăлнăран пире лайăх кĕтсе илчĕç. Тепĕр кунне ирех сипленме пуçларăмăр. Малтанах пылчăк çинче лартăмăр. Хыççăн кÿлĕсене кĕрсе тухрăмăр. Унта 7 кÿлĕ.   Кÿллисем питĕ тăварлă. Путас тесен те путаймастăн, тăвар çÿлелле тапса кăларать. Кÿлĕре 20-шер минут пулма юрать.  Пĕтĕмпе 7 кун пултăмăр.

Сипленнĕ хушăрах экскурсисене кайса курма  та вăхăт тупрăмăр. Краеведени музейĕнче пултăмăр: тăватă экспозици залне пăхса çаврăнтăмăр. Авалтан пуçласа паянхи кунччен Соль-Илецк хулин аталанăвĕпе паллашрăмăр. Соль-Илецк   тăварĕ тĕнчипе паха тăвар пулнине пĕлтĕмĕр.  Çавăн пекех Оренбург хулине те кайса куртăмăр. Наци ялне те çитрĕмĕр. Оренбург облаçĕнче пурăнакан халăхсен кил-çурчĕсене пăхса килентĕмĕр.  Пирĕн чăваш çурчĕ те пур. Пĕрене    пÿрт, крыльца, кĕлет, сарай. Пÿрт ăшчиккинче иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулсенче мĕн пулнă, çавсем пурте пур. Европа-Ази стелла патĕнче те пулса савăнтăмăр. Пĕр вăхăтрах Европăра тата Азинче те пулма пулать. Соль-Илецкăн «Загадочные места» экскурсинче те пултăмăр. Нумай çĕнĕлĕх çинчен пĕлтĕмĕр: «Черный дельфин» тĕрме, «Вилĕ тăварсем», «Карась кÿлли», «Бермудский треугольник» вăрттăнлăхĕсемпе паллашрăмăр. Казахсен юртинче урасене хĕреслесе урайне ларса бешбармак тутантăмăр тата çеçенхир чейĕпе хăналантăмăр.  Нумай сăн ÿкерчĕксем турăмăр. Хавас кăмăлпа киле таврăнтăмăр. Каяс текенсене татах та илсе кайма пултаратпăр.

Любовь КОНСТАНТИНОВА, 

районти пенсионерсен

Союзĕн председателĕ.

 



06 августа 2021
10:46
Поделиться