Строитель - пурнăç аталанăвне тÿпе хывать
Пурте вĕсем тимлĕх ыйтаççĕ. 2020 çулта «Элĕк - Илленушкăнь» çул çинче капиталлă юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Район администрацийĕн строительство пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак проект 2020-2022 çулсенче пурнăçа кĕмелле. Контрактпа килĕшÿллĕн асфальт çула Янкурас ялĕнчен пуçласа Урмай масарĕ патне çитиччен сармалла. 2,5 çухрăм çула якатма укçа-тенкĕн ытларах пайне республикăран уйăрнă. Район та, паллах, çак ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. Пĕтĕмпе 25 миллион тенкĕ ытла тăкакланă çак çул çине. Строительсем иртнĕ çул контрактра палăртнине пĕтĕмĕшле пурнăçланă. 2021 çулхи июль уйăхĕн пуçламăшĕнче вара «ДорТех» тулли мар яваплă общество асăннă объектра асфальт сарас ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçленĕ. Çавăн пекех çул айккисене вак чулпа çирĕплетнĕ.
Çул-йĕр строительствин ыйтăвĕ çинче чарăнса тăнă май тепĕр объекта та тимлĕхсĕр хăвараймăп. «Элĕк - Кивĕ Атай - «Сăр» муниципалитетсем хушшинчи çул та шăтăк-путăкланса кайнăран темиçе çулах ĕнтĕ водительсене те, çуран çÿрекенсене те канăç паман. Кăçал çу кунĕсенче те кунта капиталлă юсав ĕçĕсене пуçланă. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн муниципалитетсем хушшинчи пĕлтерĕшлĕ çула Элĕкрен пуçласа Мăн Вылă шкулĕ патне çитиччен çĕнетме палăртаççĕ, çакă 15500 çухрăмпа танлашать. Проект 2021-2022 çулсенче пурнăçа кĕрет. Кăçаллăха «ДорТех» строительство организацийĕн çула Шăлан ялĕ патне çити сармалла. Строительсем ĕçĕн ытларах пайне пурнăçланă та ĕнтĕ.
Çавăн пекех кăçал Элĕк, Крымсарайкка, Питĕшкасси, Ураскилт, Тени, Чăваш Сурăм, Шĕмшеш ял тăрăхĕ- сенче те çулсене юсаса çирĕплетнĕ.
Пĕрлĕхре - вăй
Ялсене хăтлăх кĕртесси тÿрремĕнех строительство ĕçĕсемпе çыхăннă. Юлашки çулсенче район çыннисем пуçарулăх проекчĕсене хастар хутшăнни сисĕ- нет. Кăçал ял çыннисем пĕр пулса 26 проект пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен 41,9 миллион тенкĕ уйăрнă пулсан, 5,9 миллион тенкине район парать. Ял çынни вара яла хăтлăх кĕртме 4,6 миллион тенкĕ нухрат пухнă.
Ял çынни «Пуçарулăх бюджечĕн» проекчĕпе ытларах ялсен урамĕсенчи çулсене юсама, шыв тытăмне, масарсене хăтлăх кĕртме кăмăл туни курăнать. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхне тĕпе хурса пĕвесене тасатасси тата вĕсене йĕри-тавралла тирпейлесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ вырăнсенче.
Район администрацийĕн строительство пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пуçарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе муниципалитет контракчĕсене çырнă, тă- ваттăшĕпе ĕçе вĕçленĕ.
Кунсăр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Респуб- ликинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн кăçал районта 8 шыв башнине тĕпренех çĕнетме палăртнă. Вĕсенчен 7-шĕ Шĕмшеш тăрăхĕнче вырнаçнă пулсан, тепри - Ехремкассинче.
Çапла майпа строитель кирек епле ĕçе те хăйĕн тÿ- пине хывса ял-сала аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварать.
Эльвира КУЗЬМИНА.