Чун туртнипе ĕçлени ялан тухăç парать
Районти аграрисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕ- сем уяр кунсен кашни сехетне уй-хирте ирттереççĕ. Ылтăн пек тырра «уй-хир карапĕсем» вăхăтра пухса илессишĕн ир те каç тăрăшаççĕ.
Татмăшри Юрий Никифоров хресчен-фермер та уй-хирти сарă тырра вырса илессипе хĕрÿ ĕçре тăрăшать. Çавна май ял çумĕнчен çывăхах мар тырă выракан комбайн патне çитесех терĕмĕр.
Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелекен хăех уй-хир карапĕн штурвалне тытни те ахальтен мар. Виталий Еремеев водитель вара хиртен сарă тырра турттарса тăрать.
Хуçалăхăн пĕтĕмпе 326 гектар тĕш тырă культури йышăнать. Вĕсенчен çурри - тулă, тепĕр çурри - урпа. Çавăн пекех хуçалăхăн нумай çул ÿсекен курăк - люцерна лаптăкĕ те пур. 2007 çулта йĕркеленнĕ фермер хуçалăхĕ. Кунти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех килти хушма хуçалăха аталантарассипе те тимлеççĕ. Çавăнпа та пĕрчĕллĕ культурăсене вырнипе пĕрлех выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ. Хуçалăхăн хирĕсенче 2 комбайн ĕçлет. Якунекассинчи Владимир Александров опытлă комбайнер та хăйĕн шанчăкне тÿрре кăларать. Вăлах хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине те комбайнпа ĕçлеме хăнăхтарнă. Куншăн вара Ю.Никифоров хĕпĕртет. Акă Виталий Еремеев та тивĕçлĕ канура пулин те килте лармасть. Кулленех, иртен пуçласа каçченех вĕсем пĕрле пысăк ĕç тăваççĕ. Комбайн çаврăм хыççăн çаврăм туса сарă тырра вырса илет те В.Еремеевăн машинине пушатать. Ăна водитель йĕтем çине кайса пушатать те В.Александров выракан уй-хире васкать.
- Ĕлкĕрсе пыратăп, çак мелпе тулă вырса пĕтертĕмĕр ĕнтĕ. Урпа лаптăкĕсем те чылай вăхăта тăсăлмĕç пулĕ тесе шутлатпăр. Техника кăна чăрмав ан кÿтĕр, - палăртать чылай çул «Волга» хуçалăхра водительте ĕçленĕ Виталий Платонович. Сăмах май, водитель стажĕ унăн 45 çулпа танлашать. Ю.Никифоров хресчен-фермер хуçалăхĕнче 6 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшать опытлă водитель. Паллах, ял хуçалăхĕн çĕр ĕçĕпе çыхăннă пурнăçа пĕччен татса пама йывăртарах. Ю.Никифоров вара хăйĕн мăшăрĕ, ашшĕ-амăшĕ енчен тĕрев те пулăшу туйса тăрать. Николай Дмитриевичпа Людмила Дмитриевна выльăх-чĕрлĕхне те чылай тытаççĕ. Юрий Николаевич хуçалăх ертÿçипе мăшăрĕ икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Кăçал аграрисемшĕн тухăç енчен ытла ăнăçлă пулчĕ тесе калаймăн. Центнер енчен пăхсан та начартарах. «Анчах та çурхисем ку енчен аптраманни мана савăнтарать. Çĕр ĕçченĕ пулнишĕн ÿкĕнместĕп. Чун туртнă ĕç яланах мана хавхалану кÿрет», - пĕлтерет Ю.Никифоров.
Чи малтанах хресчен-фермер çĕр улми лартса ÿстерессипе ĕçленĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» енчен тупăш савăнтарманран ертÿçĕ тĕш тырă культурисене туса илме пуçланă. Ку ĕçре опыт пурри тата çывăх çынсем юнашар пулни, пулăшни кирек хăçан та ăнăçу кÿрет. Вырма кампанине те çавна май вăхăтра пурнăçласса шанас килет.
А.ТУВАНСКАЯ.