Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХĂРАВÇĂСЕМ ФУТБОЛЛА ВЫЛЯМАÇÇĔ

Кашни арçын ачах ура çине çирĕп- пĕн тăма пуçласанах мечĕк тапма пуçлать пулĕ. Çитĕнерех тĕнчипе паллă Роналдо е Роналдиньо пек пулма ĕмĕтленет. Раççей футболĕн çăлтăрĕ- сем Акинфеев е Дзюба вĕсемшĕн кумир пулса тăраççĕ. Спортăн ку тĕсне алла илме, çитĕнÿсем тума вара хăй тĕллĕн кăна вĕренни çителĕксĕртерех пулать. Футбола чунтан парăннă тренер патне лекни вара кĕçĕн классенче вĕренекен арçын ачасемшĕн чăн-чăн телей уççи тупниех пулса тăрать тейĕн.

Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнче ĕçлекен «Футбол» секцине çÿрекен 12-14 çулхи арçын ачасем те çак шухăшпа килĕшеççĕ. Эрик Вонифатьев тренер вĕсене вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех эрнере 5 кун футбол вăййин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Эрик Александрович пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун секцие çÿрекенсен йышĕ пĕчĕк мар - 30 ача. Вĕсенчен хăшĕсем 1-мĕш класранах çÿреççĕ, теприсем кăшт каярах кунта çырăннă. Халĕ çитĕнÿсем кăтартакан çамрăк спортсменсем 6-7 çул хушши Эрик Вонифатьев патĕнче ăсталăха туптаççĕ. Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекен арçын ачасем район тата республика шайĕнче хăйсен маттурлăхне кăтартма пултарчĕç. Павел Суранов, Дима Ефимов, Николай Филиппов, Никита Кузьмин, Никита Никоноров, Алексей Сергеев чăннипех те пĕр командăна чăмăртаннă, пĕр-пĕрне питĕ аван туйса выляççĕ. Футболта вратарьсем те хăйсем çине тысăк тиев илеççĕ. Хапхана мечĕк кĕртес марри вĕсен çаврăнăçулăхĕнчен те чылай килет-çке. Ку енĕпе Артемий Алексеевпа  Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекен Петр Павлов командăна пулăшсах пыраççĕ. Çак çамрăк спортсменсенчен йĕркеленнĕ команда паянхи кун футбол секцине килме ĕмĕтленекен арçын ачасемшĕн хăйсем кумирсем пулса тăраççĕ.

Элĕк спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мăнаçланмалли пур.  Иртнĕ çул вĕсем Шупашкарта иртнĕ мини-футболпа республика Первенствинче чемпионсем пулса тăчĕç. Çавăн пекех вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Мини-футбол – шкула» программа шучĕпе иртекен регионти ăмăртура çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Чăваш Ен чысне Чулхула облаçĕнче иртекен ăмăртусенче хÿтĕлеме тивĕçнĕ, кунтан та лайăх кăтартусемпе таврăннă. Асăннă ăмăртусене кăçал та хутшăннă Элĕксем. Республика шайĕнче 2007-2008 çулхисем хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă пулсан, 2009-2010 çулхи спортсменсем хăйсен категорийĕнче призерсен йышне кĕме пултарнă, пьедесталăн 2-мĕш картлашки çине хăпарнă.

Халĕ шкул ачисем каникулта канаççĕ пулсан çамрăк спортсменсемшĕн пушă вăхăт çук. Вĕсем çуллахи вăхăтра иртекен ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкарта иртнĕ «Локобол» ăмăртăва хутшăннă, 4-мĕш вырăн йышăннă. Августăн 7-мĕшĕнче районта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри картиш командисем хушшинче йĕркеленĕ муниципалитет шайĕнчи ăмăртура футболла выляссипе тата стритбаскетпа çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç.

Ăнăçу хăй тĕллĕн килместех. Кунта ачасен тăрăшулăхĕпе пĕрлех тренерăн ăсталăхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Эрик Александрович 2014 çултанпа кÿлĕннĕ ку ĕçе. Кулленех хăй те пĕлĕве ÿстерсех пырать, ачасене те çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхтарать. Занятисене Раççейри футбол союзĕ хатĕрленĕ ятарлă спорт программипе ирттерет. Паллах, ачасем вĕсем ачасемех çав. Тренировкăсене сиктерни те, дисциплинăна яланах пăхăнманни те пулкалать, анчах кунта ашшĕ-амăшĕпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. «Ачасене пĕчĕкренех спортпа интереслентерес тесен хамăр тĕслĕх кăтартни кирлĕ. Ывăлĕпе пĕрле ашшĕ мечĕк тапни вĕсемшĕн сăмахпа темиçе хут каланинчен лайăхрах», - тет ачасемпе ĕçлекен тренер. Сăмах май, Эрик Александрович хăй те ашшĕ, ывăлĕсене хăйĕн тĕслĕхĕпе çан-çурăма çирĕплетме хăнăхтарать.

Паянхи кун çитĕнÿсем тума тивĕçлĕ условисем те кирлĕ. Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнчи футбол секцине çÿ- рекенсем занятисене ытларах футзалра ирттереççĕ, çуллахи вăхăтра, паллах, стадионта. Анчах та стадионта ирттересси çанталăк условийĕсенчен нумай килет, мĕншĕн тесен çумăр çусан е çуркуннехи-кĕркуннехи вăхăтра юр ирĕлсе пĕтиччен кунта выляма майсем çукрах. Çавăнпа та çамрăк спортсменсем стадиона хăтлăх кĕртессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Хăравçăсем футболла вылямаççĕ тесе юрлаççĕ юрăра. Чăнах та, кунта хăравçăсем валли вырăн çук. Тренировкăсене сиктемесĕр çÿренисĕр пуçне час-часах инçе çула та тухма тивет-çке. Кунта вара чăтăмлăх та кирлех. Кунсăр пуçне ертÿçĕсем тата тус-юлташ вăхăтра пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ. Эрик Александрович ачасемпе çула тухнă чухне спорт шкулĕн администрацийĕ яланах ăнланнине палăртать, çавăн пекех Элĕк- ри райпо председателĕ Юрий Харитонов та çамрăк футболистсене пулăшма яланах хатĕррине пĕлтерет.

Калаçăва вĕçленĕ май тренера тепĕр ыйту памасăр та чăтаймарăм: «Ĕç вăхăчĕ пĕтĕмпех ачасемпе çыхăннă. Вĕсем Сире вăй-хăват параççĕ-и; Е....». «Паллах, вăй хушсах тăраççĕ, анчах тепĕр чух вăй юлманнине туйса илетĕп», - тет çамрăк тренер куларах. Мĕнех калăн, ăстасене çитĕнтерме çăмăлах мар çав, анчах питех те пĕлтерĕшлĕ тата пархатарлă тесе калас килет.

Марина ЛЕОНТЬЕВ



13 августа 2021
10:57
Поделиться