Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ТĂРĂШСА, ВĂЙ ХУРСА ĔÇЛЕСЕН ŸСĔМ ПУЛАТЕХ

ТĂРĂШСА, ВĂЙ ХУРСА ĔÇЛЕСЕН ŸСĔМ ПУЛАТЕХ

Тăрăшса, вăй хурса ĕçлесен ÿсĕм пулатех

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикинче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварăн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси» ЧР патшалăх программин мероприятийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн, 2021 çулта лайăх ĕçленĕшĕн, производствăпа экономика кăтартăвĕсем енĕпе чи пысăк ÿсĕм тунăшăн муниципалитет районĕсене республика бюджетĕнчен 255,0 пин тенкĕлĕх дипломсем тата укçан премисем, ял хуçалăх организацийĕсене тата хресчен-фермер хуçалăхĕсене дипломсем, хаклă парнесем парса чыс тăваççĕ.

«Хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче производствăпа экономика енĕпе чи пысăк кăтартусем тунăшăн» номинацире пирĕн районти Сергей Петрович Волков та çĕнтернĕ.

Сергей Волков хресчен-фермер чăннипех те чыс-хисепе тивĕçлĕ. Вăл фермер ĕçне кÿлĕннĕренпе вун ултă çул та çитнĕ. Çĕнĕрен çĕннине ĕçе кĕртсе пырса, агротехникăна пăхăнса вăй хурса çулленех ÿсĕм тăвать. Сергей Петрович усă куракан çĕр лаптăкне пысăклатсах пырать. Çĕр улми туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пычĕ. Юлашки çулсенче хуçалăхра пахча çимĕçсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Купăста, сăмахран, кăçал 50-60 гектар таранах йышăннă. Шăрăх та типĕ килнĕ çулхине пахча çимĕçе хÿхĕм ÿстернĕ. Ăнăçлăхĕ купăстана шăварса тăрассине йĕркеленинчен нумай килнĕ. Вăтам тухăç 447 центнертан кая мар.

Иртнĕ кунсенче пахча çимĕç уйĕнче хĕрÿ ĕç вĕресе тăчĕ. Мĕн пур лаптăк çинчи çимĕçе типтерлĕ пухса кĕртнĕ. Ăна кирлĕ пек упрассине те тĕп вырăна хураççĕ. Хастар ĕçченсем хăйсен професси уявне - ял хуçалăхĕнче, продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне тивĕçлипе кĕтсе илчĕç.



08 ноября 2021
15:46
Поделиться