Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЧНК Элĕк уйрăмĕн хастарĕсем конгресс президенчĕпе Валерий Клементьевпа тĕл пулчĕç

ЧНК Элĕк уйрăмĕн хастарĕсем конгресс президенчĕпе  Валерий Клементьевпа тĕл пулчĕç

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Элĕк районĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев пулчĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн Элĕк районĕн уйрăмĕн пайташĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Ку тĕл пулăва Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче йĕркелерĕç. Кунти вĕрентекенсемпе шкул ачисем сумлă хăнана тивĕçлĕн кĕтсе илчĕç, юрă-ташăпа та савăнтарчĕç.

Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май Валерий Клементьев чăвашлăх туйăмне хальхи вăхăтра ачасенче мĕн пĕчĕкрен аталантарса пымаллине, халăхăмăрăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем хушшинче  çамрăксене ытларах курасса шаннине палăртрĕ, ачасене çакна туса пыма та  те чĕнсе каларĕ.

Ачасемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулса калаçнă  хыççăн районти ЧНК уйрăмĕн пайташĕсемпе ĕçлĕ лару иртрĕ. Ларăва вырăнти уйрăм ертÿçи, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн директорĕ Зоя Васильева ертсе пычĕ. Пуçтарăннисем çитес çулта туса ирттермелли ĕç планне сÿтсе яврĕç, ЧНК Элĕк районĕн уйрăмĕн çĕнĕ составне çирĕплетрĕс. Ларура пурте пĕр саслăн пулса ЧНК районти уйрăмĕн ертÿçи пулма Зоя Васильевăнах шанчĕç.

- Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ чăваш халăх-йăлине, культурине сыхласа хăварса малалла аталантарассишĕн, çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарассишĕн тăрăшсах ĕçлессе шанас килет, - терĕ Зоя Федоровна малашне те  тăван чĕлхене, культурăна упраса хăварса ăна аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ енлĕн ĕçлесе пыма  палăртнă май.

Тĕл пулу питĕ кăсăклă та усăллă иртрĕ. Валерий Клементьев Элĕксене  ЧНК юлашки вăхăтра туса ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, çитес вăхăтра тата мĕн палăртнине уçăмлатрĕ.



20 декабря 2021
08:56
Поделиться
;