Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Морозова Вера Геннадьевна «Пултаруллă çамрăк воспитатель» ята тивĕçрĕ

Морозова Вера Геннадьевна «Пултаруллă çамрăк воспитатель» ята тивĕçрĕ

Творчествăллă ĕçлекен чăваш чĕлхи учителĕсене тупса палăртас, чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарас, чĕлхене упраса хăвармалли тата аталантармалли условисем тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле чăваш чĕлхи учителĕсемпе ача сачĕсен воспитателĕсен конкурсне кашни çулах ирттерет.

Оргкомитета малтанхи тапхӑра 27 педагог, ҫав шутра чӑваш чӗлхин 12 вӗрентекенӗ тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсен 15 педагогӗ ҫак конкурс материалӗсене тӑратнӑ:

- "Манӑн педагогика находкисем" темӑпа Эссе;

- Наукӑпа методика хатӗрлевӗсем;

- Урок фрагменчӗ е заняти (10 минутран ытла мар);

- Урок е заняти фрагменчӗ ҫумне методика комментарийӗ.

Жюри малтанхи тапхӑр пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх конкурсӑн куҫӑмлӑ тапхӑрне чӗнекен 7 финалиста палӑртнӑ. Вĕсен шутĕнче Элĕк районĕн 1-мĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ Морозова Вера Геннадьевнăна та пулчĕ.

7 финалист 2022 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр В.А. Берендеев ячĕллĕ вăтам шкулĕне вăй виçме пухăнчĕ. Мăн Сĕнтĕр шкулне пухăннин пысăк сăлтавĕ пур: ку шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Владимировна Варюхина пĕлтĕрхи конкурсра çĕнтерÿсĕ ятне илсе Раççей конурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.

Конкурса пуçлас умĕн учительсемпе воспитательсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Муркаш районĕн администрацийĕн вĕренÿ пай пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн пайташĕ Надежда Николаева тата Муркаш районĕн Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн директорĕ Людмила Ванюшкина финала тухнă ятпа саламларĕç, конкурсра тата малашнехи ĕçре ăнăçу тума вăй-хал сунчĕç.

Конкурсӑн ҫак тапхӑрӗнче педагогсем хӑйсен урокӗн фрагментне, занятине (мастер -класс) кӑтартрӗҫ, "Подиумра – чӑваш наци костюмӗ" кӑтартăвĕнче хутшӑнчӗҫ. Пирĕн воспитатель 1-мӗш класри ачасемпе синквейн технологийӗпе усă курса чĕлхене аталантарас енӗпе урок ирттерчĕ. Чăваш хĕрарăмĕн пуç çыххийĕ «масмак» çинчен каласа кӑтартрӗ.

Жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн Морозова Вера Геннадьевна «Пултаруллă çамрăк воспитатель» ята тата Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулчĕ.

Эпир Вера Геннадьевнăна  саламлатпăр, ĕçре тата кулленхи пурнăçра çитĕнÿсем тума сунатпăр.

 



18 апреля 2022
16:42
Поделиться