Чăваш Сурăм шкулĕ «Çемье – тăван чĕлхе управçи» проектпа «Тăвалла пулсан та малалла» проектсен ăмăртăвĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

Чăваш Сурăм шкулĕ «Çемье – тăван чĕлхе управçи» проектпа «Тăвалла пулсан та малалла» проектсен ăмăртăвĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

Чăваш Сурăм шкулĕ «Çемье – тăван чĕлхе управçи» проектпа (авторĕсем – Зоя Васильева директор тата Алина Петрова чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ)  «Тăвалла пулсан та малалла» проектсен ăмăртăвĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

2022 çулхи ака уйăхĕнче Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕнче Чăваш Республикин Мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕрентĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюждет учрежденийĕ, Чăваш Республикин «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» общество организацийĕ, Регионсен «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ» пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕ.

Фестивале пурĕ 19 шкултан, 6 районтан хутшăнма кăмăл тунă. Курма килнĕ хăнасем, жюри членĕсем те чылай пулчĕç. Халăх умĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова тухса калаçрĕ. Вăл ачасене те, аслисене те çывхарса пыракан Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ, фестивале хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.

2022 çулта «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль тăватă ăмăртуран йĕркеленчĕ: «Вĕрентетпĕр чăвашла», «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн», «Сар ачапа сарă хĕр», «Тăвалла пулсан та малалла».

«Тăвалла пулсан та малалла» ăмăрту проектсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Чăвашлăх туйăмне аталантаракан проектсене шкул директорĕсем хăйсем хӳтĕлерĕç. Вĕсем чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки калаçни жюри членĕсене хумхантарчĕ, кашни шкултах чăвашлăха аталантарас тесе çине тăрса ĕçлени савăнтарчĕ.

 Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕ «Çемье – тăван чĕлхе управçи» проектпа (авторĕсем – Зоя Васильева директор тата Алина Петрова чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ)  «Тăвалла пулсан та малалла» проектсен ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илме  пултарчĕ.                     

Проекта хÿтĕленĕ май, З.Ф. Васильева  чăвашлăх туйăмне упрас, аталантарас тесе Чăваш Сурăм шкулĕ çемьесемпе тачă çыхăнура ĕçлесе пынине палăртрĕ, ку тĕлĕшпе çулсеренех ашшĕ-амăшпе туса пыракан ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Чăнах та, шкулта ирттерекен пур мероприятие те ашшĕ-амăшĕ хаваспах хутшăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, 2018 çулта «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх çемье» конкурс, 2021 çулта ашшĕ-амăшпе ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕ çинчен каласа панине пурте кăсăклансах итлерĕç.

Жюри членĕсем Чăваш Сурăм шкулĕн ĕçне-хĕлне аван пĕлсе тăнине,  ку шкул чăвашлăха аталантарса пырас тĕлĕшпе ирттерекен ĕçсем  пирки республикăра кăна мар, республика тулашĕнче те пĕлнине палăртрĕç. Ку ĕçе шкул малалла та анлăн йĕркелесе пырасса шаннине, проект малашлăхĕ пысăк пулнине те каларĕç, ăнăçусем сунчĕç.



28 апреля 2022
18:09
Поделиться