Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче «Ырă сăмах» вĕренÿ кĕнекине апробацилесcипе семинар иртрĕ

 Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче «Ырă сăмах» вĕренÿ кĕнекине апробацилесcипе семинар иртрĕ

"Истоки" социокультура программин пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе республикӑри "Тӑван чӗлхе - анне чӗлхи" проект шайӗнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн приказĕпе килĕшÿллĕн Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача сачĕпе Канаш районĕн Уçырма ялĕн «Хĕвел» ача садне «Ырă сăмах» вӗренӳ пособине апробацилемелли пилот площадки тесе палăртнă.

«Ырă сăмах» («Доброе слово») вĕренÿ пособине 3-4 çулсенчи ачасене аталантарма хатĕрленĕ, вăл «Истоки» тата «Воспитание на социокультурном опыте» комплектсен пĕр пайĕ шутланать. Унăн тĕп редакторĕ – РАЕН профессорĕ И.А. Кузьмин. Кĕнекене чăвашла Надежда Доброва, Валентина Игнатьева, Наталия Ельмешкина хатĕрленĕ.

 

«Ырă сăмах» вĕренÿ кĕнекине апробацилес ыйтусемпе 2022 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче семинар иртрĕ. Семинара «Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕ Лариса Соколова уçрĕ, ача-сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

 

Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проект çинчен, вăл «Ырă сăмах» кĕнекепе мĕнлерех çыхăнни пирки каласа пачĕ, чăвашлăха ача сачĕсенче аталантарас ыйтăва хускатрĕ.

 

Вĕренÿ институчĕн вĕренÿпе меслетлĕх центрĕн методисчĕ Галина Воробьева «Социокультура çăлкуçĕсем» («Социокультурные истоки») программăн тĕллевĕсемпе тата задачисемпе паллаштарчĕ, ача сачĕсенче çак программăпа ĕçлес уйрăмлăхсене ăнлантарчĕ.

 

Канаш районĕн Уçырма ача сачĕн заведующийĕ Роза Малина «Социокультура çăлкуçĕсем» программăпа ĕçленин опычĕ çинче чарăнса тăчĕ, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ăс пару тĕлĕшпе ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе ĕçлес вăрттăнлăхсене уçса пачĕ.



27 сентября 2022
16:00
Поделиться