Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элекри «Хĕвел» ача сачӗнче методика пĕрлешĕвĕ иртрĕ

Элекри «Хĕвел» ача сачӗнче методика пĕрлешĕвĕ иртрĕ

Чăваш чĕлхи, пĕлсем эс, чи хитри,
Ăна упрасчĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
Вăл сан аçун та, аслаçун чĕлхи,
Апла пулсан, эс те унпа пупле,
Шăрантарсам, чăвашăн юррине!
Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла. Чăваш чĕлхи ламран -лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен çеç малалла аталанать. Апла пулсан, чăваш чĕлхине çĕклесси, вăй-хăват кĕртесси такамран мар, хамăртанах килет.
Аслǎ вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнǎранпа 175 çул çитнĕ май чǎваш чĕлхи кунне халалласа апрелĕн 25- мĕшĕнче Элекри «Хĕвел» ача сачӗнче методика пĕрлешĕвĕ иртрĕ.
Уява «Хĕвел» ача сачӗн ертӳçи Венера Яковлева пуçларĕ. Вăл курма килнĕ хăнасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Патриархăмăрăн сумлă юбилейĕпе саламларĕ.Тăван чĕлхе пуянлăхне, тасалăхĕпе илемлĕхне, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшса тĕпе хурса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Татьяна Антонова воспитатель И.Я.Яковлев çуралнǎранпа175 çул тултарнипе çыхăннă уяв сценарийĕ йĕркеленĕ. Округри методика пĕрлешĕвне хутшăннă хăнасене аслă ушкăнри ачасем хайсен пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç. Уявра чăваш юрри-ташши, вăййи, кĕввипе сăввисем янăрани, чăваш наци тумĕн илемне ăша хывни-хамăран халăхăмăрăн пуласлăхĕ пуррине çирĕплетет. Шкул çулне çитмен ачасем чăваш сăввисене тĕленмелле пысăк ăсталăхпа вулани, вĕсене юратса вĕренни, пĕчĕклех чăваш ташши-юррине чун витĕр кăларма пултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн чĕлхене ачасене юратма, упрама, аталантарма вĕрентни пирĕн тĕп тĕллев.

Екатерина Ефремова воспитатель доклад вуларĕ.   «Чӑваш халӑх уявӗсем урлă шкул ҫулне ҫитмен ачасене чӑваш халӑхӗн наци культурине явӑҫтарни» темипе вуларĕ . Çак темăпа воспитетельсем мĕнле ĕçленине асăнса хăварчĕ. Екатерина Ефремова ачасен округри тата республикари çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Уяв вĕçĕнче Элекри «Çалкуç» ача сачӗн ертӳçи Лариса Соколова воспитательсене малалла та чăваш халăхне, чăваш чĕлхине юратса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Округри методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи Лариса Петрова воспитательсене çитес вӗренӳ çулĕнче тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Воспитательсем пĕр-пĕринпе çакăн пек тĕлпулусем, пĕрлешӳсем татах та ытларах тăвасси пирки калаçса татăлчĕç.



26 апреля 2023
10:10
Поделиться