Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Ĕлĕкхи чăваш кил-йышĕнчи хутшăнусем» ятлă мероприяти Чăваш Сурăм краеведени музейĕнче иртрĕ

«Ĕлĕкхи чăваш кил-йышĕнчи хутшăнусем» ятлă мероприяти Чăваш Сурăм краеведени музейĕнче иртрĕ

Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Ку эрнене чăваш халăхĕн сумлă Улăпĕ, Иван Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитнине, Чăваш Республикинчи экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалласа ирттереççĕ. Чăваш Сурăм ялĕнчи краеведени музейне 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăнана пычӗç. Юлия Степанова ачасемпе Çемье çулталăкне халалланă «Ĕлĕкхи чăваш кил-йышĕнчи хутшăнусем» темăпа мероприяти ирттерчĕ.

Ачасем чи малтанах качча каяс хĕр хăйне валли мĕнле тупра хатĕрленине, кил-çуртра хĕрсем мĕн-мĕн ĕçленине пĕлчĕç. Кил хуçалăхĕнчи хĕр арăмсен тата ар çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, вĕсен хутшăнăвĕсем çинчен те тĕплĕн каласа пачĕ музей ĕçченĕ ачасене. Музейри ĕç хатĕрĕсемпе интересленсех паллашрĕç ачасем, ĕлĕк вĕсемпе мĕнле усă курни çинчен те пĕлчĕç, пĕчĕк ачасем пуканелле мĕнле вылянине курчĕç, хăйсем те ĕçлесе пăхрĕç. Хĕр ачасем пир тĕртсе пăхрĕç, çăм арлама та вĕрентрĕ вĕсене Юлия Степанова.

Тĕрĕ ăсти Арсентьева Марина та ачасене тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл йĕркеленĕ тĕрĕ куравĕнче ачасене уйрăмах хĕр пĕркенчĕкĕ килĕшрĕ. Марина Арсентьева ăсталăх сехечĕ йеркелесе хĕр ачасене виçĕ хĕвел тĕррине тĕрлеме вĕрентрĕ. Юлия Степанова вара «Виçĕ хĕвел» халапне те каласа пачĕ.

Çавăн пекех хĕрсем ларма çÿренине, унта качча кайма хăйсене валли тупра хатĕрленине те интересленсех итлерĕç çамрăксем. Ларма хĕрсем пулса юррине те шăрантарчĕç. Чăнах та, çемьери хутшăнусем ĕлĕк питех те кăмăллă пулнине, арçынсемпе хĕр арăмсем пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, пулăшса пынине курса ĕненчӗç музейра.



23 апреля 2024
08:01
Поделиться