Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăмăлтан савăнчĕç.

Мăн Этмен ял администрцийĕ яланхи пекех вăтам çултан иртнĕ çынсен уявне ирттерме малтанах хатĕрленнĕ. Тутлă апат-çимĕç, кукăль-икерчĕ сĕтел тулли «Гвардеец» хупă акционерлă обществăн столовăйĕнче. Палăртнă вăхăтра чĕннисем пурте пухăнчĕç. Апат çинĕ хушăрах ял администрацийĕн пуçлăхĕ Т. Яковлева, «Гвардеец» хупă акционерлă общество ертÿçи А Максимов, ветерансен канашĕн ертÿçи Р. Павлова ветерансене уяв ячĕпе саламласа тавсăмахĕсем каларĕç, канлĕ пурнăç сунчĕç. Кивуйри культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ те кунтах пулчĕ, юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ялти артистсемпе пĕрле ваттисем те юрласа-ташласа савăнчĕç.


07 октября 2003
00:00
Поделиться