Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тракторпа инçе каяйман.

Ирĕклĕхе кам кăна юратмасть пулĕ. Хальхи вăхăтра, акă, теприсем хуçалăхăн автомашинипе килти пекех усă кураççĕ: ăçта каяс килет, унта каяççĕ. Эх, чупаççĕ вара катаччи! Ертÿçĕ çирĕп ыйтмасть те, хуть хăçанччен çÿре. Пĕр кунхине «Динамо» хуçалăхри Александр Никифоров МТЗ-80 трактор кабинине каç пулттипе кĕрсе ларнă. Çумра документ та пулман унăн. «Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче ĕçлекенсен куçĕ тĕлне лекмĕп эпĕ»,- тенĕ те вăл, çула тухнă. Çамрăк руле çавăркаласа çеç пынă Тени – Янкурас çулĕ çинче. Унччен те пулман, трактор кювета чăмнă. Александр сураланса пĕтнĕ. «Çав кун темшĕн техника çине лартăм»,- çапла каласа кулянать халь вăл. Мĕн каласси пур, асăрханулăх ялан малти вырăнта пулмалла çав.


31 октября 2003
00:00
Поделиться