Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культурăра - çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем.

   Пурнăç çĕнелсе улшăнни культура отраслĕнче те систĕнет. Кăçал, район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕ, культура учрежденийĕсене реконструкцилесси пуçланчĕ. Çав тапхăр 2006 çулчченех пымалла.

Пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçлени, паллах, кирлĕ те усăллă. Ураскилтре, акă, малашне библиотека-музей, Тури Вылăра, Юлăшра, Çулавăçра – клуб-библиотекăсем, Çирĕккасинче фольклор çурчĕ, Мăн Вылăра, Мăн Ямашра шкулсен бази çинчен культурăпа сывлăх центрĕсем ĕçлерĕç.

- Февралĕн 25-мĕшĕнче Вутланта культура комплексне уçма палăртнă. Унăн структуринче тĕслĕх библиотеки, искусство шкулĕ пулмалла, - терĕ районти культурăпа спорт пайĕн начальникĕ Людмила Семенова.  

Районти паянхи культура керменĕ вара культурăпа кану центрĕ пулĕ. Вăл мĕн - пур культура учрежденийĕсен ĕçне йĕркелесе ертсе пырассипе те тĕп вырăн йышăнĕ.



11 февраля 2004
00:00
Поделиться