Элĕксем минерал шывĕ ĕçтермеççĕ
Кĕтмен çĕртен тенĕ пек тупнăччĕ темиçе çул каярах Элĕкре минерал шывĕн çăлкуçне. Район больницин территорийĕнче артезина çăлĕ валли шыв уçламалли башня вырнаçтармашкăн тарăн шăтăк чавма тытăнаççĕ. Сасартăк тăп-тăрă шыв тапса тухать. Тутанса пăхаççĕ те, ахаль шыв пек мар вăл, кăшт тăварлăрах тата питех те уçă. Лабораторире тĕрĕслесе пăхнă хыççăн ку минерал шывĕ пулнине палăртаççĕ. Çапла «Элĕк» ятлă минерал шывĕ тума пуçлаççĕ. Пĕчĕк те пысăкрах кĕленчесемпе те сутаççĕ ăна. Унăн ячĕ республикипех сарăлать: ĕçме çемçе, тути паха. Анчах кăçал «Элĕк» минерал шывне кăларма пăрахнă. Çук-ха, унăн çăлкуçĕ типсе ларман. Уçласа кăларасси, механизмсемпе ĕçлетересси, аякри регионсене турттарса тăрасси ытла та хакла ларать-мĕн – уйăхсерен 400-500 пин тенкĕ таранах. Сутса пухăнакан тупăш вара 10 хут пĕчĕкрех. Халĕ ун вырăнне улма-çырлапа пахча-çимĕç комбинатĕнче «Элĕк» ятлă газланă шыв хатĕрлеççĕ.