Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансем – «Контур» предприятире

  «Элĕк ачи» ентешлĕх тăван район çыннисемпе яланах туслă çыхăнура. Унăн членĕсем çак кунсенче, Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа, республикăри Çар мухтавĕн музейĕнче районти вăрçă инваличĕсемпе, тăлăх арăмсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç.

   Районăн хисеплĕ çыннисем малтанах музейпа паллашрĕç. Хыççăн вĕсене юбилей медалĕсемпе чысларĕç.

    Пирĕн ентеш, Шупашкарти «Контур» предприяти директорĕ Н.С. Егоров та ветерансене пысăк чыс турĕ. Хăнасене хăй ертсе пыракан предприятин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ, тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 марта 2005
00:00
Поделиться