Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк калаçать-ха

  Вăртттăнлăх мар, чылай ялта паян радио калаçмасть. Темиçе çул шавласа, кĕрлесе «юрланă» пралуксем майĕпен пăрахăçа тухса пыраççĕ. Кăçалхи январь пуçламăшĕнче районта пралуклă радиопа усă куракансем 2615 абонентпа танлашнă пулсан, хальхи вăхăтра 1912 тăрса юлнă. Март уйăхĕнче, акă, 159 точка кăларма тивнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта вара 703 абонент пралуклă радиопа усă курма пăрахнă. Ялта пурăнакансем халĕ радиоприемниксем илеççĕ. Çакă лайăх: эфиртан килекен радиона итлекенсен абонент тÿлевĕ çук.

  Элĕк хальлĕхе калаçать-ха. Кÿршĕллĕ Вăрнар, Йĕпреç районĕсенче пралуклă радиона пур ялсенче те пĕтернĕ. Пирĕн районта тытăнса тăрасшăн-ха. Суйлав çулĕнче кирлех те пулĕ çав. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 апреля 2005
00:00
Поделиться