Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район бюджечĕ укçаллă-и?

   Кăçалхи пĕрремĕш кварталта район бюджетне 35581 пин тенкĕ (89,4 процент) тупăш пырса кĕнĕ. Çав шутран хăйĕн тупăшĕ – 4309 пин тенкĕ (67,3 процент).

   Предпринимательсем те район бюджетне тÿпе хываççĕ. Çав тата ытти ĕç-хĕл тупăшĕ 2111 пин тенкĕпе (53,5 процентпа) танлашать.

    Бюджет укçи-тенки вырăнта тăма пултараймасть. Ăна нумай енлĕ тĕллевлĕ тăкакламалла. Иртнĕ виçĕ уйăхра унпа 32306 пин тенкĕ (71,3 процент) усă курнă. Çав шутран предпринимательствăран тата ытти тупăшсенчен – 1735 пин тенкĕ (43,9 процент).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2005
00:00
Поделиться