Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕкĕреш ачасем çуралнă

  Чăваш Сурăм каччи Станислав Андреев кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи ял хĕрне Татьянăна куç хывнă. Пĕри районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет пулсан, тепри – сутуçăра. Икĕ çамрăк хушшинчи паллашу часах юратăва куçнă. Туйпах пĕрлешнĕ хĕрпе каччă.

Çак уйăхра çамрăк çемьере йыш хушăнчĕ. Юратнă арăмĕ икĕ ывăл ача – Артемий тата Эдуард çуратса пани упăшкишĕн кăна мар, çывăх çыннисемшĕн те савăнăç пулчĕ.

Кăçал Элĕк Ен тăрăхĕнче йĕкĕреш ачасем çурални пулманччĕ-ха.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 ноября 2005
00:00
Поделиться