Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçре палăрнисене чысларĕç

  Районти культурăпа кану центрĕнче час-часах тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче, акă, Амăшĕн кунĕ ячĕпе районти ятлă-сумлă хĕрарăмсене чысларĕç. Кусем – Элĕк больницин акушер-гинекологĕ Е. Трифонова, Элĕкри вăтам шкулта ĕçленĕ В. Михайлова, Т. Волкова ветеран-вĕрентекенсем, Мăн Вылă ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Лаврентьева, Мăн Вылăри культура çурчĕн директорĕ А. Иванова тата Тури Вылăри библиотека ертÿçи З. Степанова пулчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 ноября 2005
00:00
Поделиться