Таса шыв кĕртессипе ĕçлеççĕ
Пурте пĕлетпĕр: районта ялсене газ кĕртес ĕç вĕçленнĕ. Умри тĕп задача вăл – уйрăм килсене таса шывпа тивĕçтересси. Палăртма кăмăллă, ку енĕпе ĕçсем анлă сарăлнă. «Чăваш Республикинче пурăнакан халăха 2005-2008 çулсенче таса шывпа тивĕçтересси» программăпа килĕшÿллĕн районта 16 яла шыв кĕртессипе проект туса хатĕрленĕ.
Паянхи кун «Строймонтаж» организаци тимлĕхĕпе ултă ялта шыв пăрăхĕсем хурса тухнă. Ку ĕçе пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 19,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав суммăран 18 миллион та 405 пин тенкĕпе усă курнă та ĕнтĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета