Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисен хисепĕ чакрĕ

 Халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен центрта ĕçсем малалла пыраççĕ. Пĕлтĕрхи вунпĕр уйăхра 671 çынна ĕç тупса панă пулсан, кăçал – 682-шне.

Халăха обществăлла ĕçсене явăçтарассипе кăтартусем уйрăмах лайăх. Пурĕ 84 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ. Республика тулашне ĕçлеме 29 çынна янă. 63-шне професси пĕлĕвĕ илме майсем туса панă.

Ĕçсĕррисен хисепĕ чакса пыни савăнтарать. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр юлнисем – 141, пĕлтĕр çав тапхăрта 190 çын таранах пулнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 декабря 2005
00:00
Поделиться