Чи лайăх бухгалтер – Элĕкре
Кăçалхи çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Раççейри бухгалтерсемпе аудиторсен институчĕ тата РФ финанс министерстви Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Чи лайăх бухгалтер» конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта пур регионти бухгалтерсене хутшăнма сĕннĕ. Конкурс вара виçĕ турпа иртнĕ. Чи малтанах шут ĕçченĕсен анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама тивнĕ. Иккĕмĕшĕнче, юпа уйăхĕнче, тестировани иртнĕ, виççĕмĕш турта вара, малтанхи тапхăрти балсене шута илсе, бухгалтерсемпе çĕнĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрнă: Элĕк район администрацийĕн культурăпа спорт пайĕн тĕп бухгалтерĕ Татьяна Николаевна Сорокина – «Чăваш Республикинчи чи лайăх бухгалтер» ята тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта чыслаççĕ.