Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк чиркĕвĕнче - çĕнĕ çын

  Нумаях пулмасть-ха Элĕк чиркĕвĕнче Георгий атте кĕлĕсем ирттеретчĕ. Нумаях пулмасть вара вăл Етĕрне районне ĕçлеме кайнă. Унăн вырăнне район центрĕнчи чиркÿре çĕнĕ çын йышăннă. Вăл Етĕрне тăрăхĕнчен килнĕ. Ку – Виктор атте. Çемьеллĕ, унăн икĕ ача. Мăшăрĕ те чиркÿре пĕрлех ĕçлемелле.

  Виктор атте пĕрремĕш кĕлĕ ирттернĕ те ĕнтĕ. Малашне шăмат кунсерен каçхи-ирхи кĕлĕ пулĕ, вырсарни кун кăнтăрлахи кĕлĕ (литурги) пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 декабря 2005
00:00
Поделиться