Г. Денисов ертÿçĕ пуканне йышăнчĕ
Юлашки çулсенче «Слава» хуçалăхăн ĕç-хĕлне А. Антонов йĕркелесе пычĕ. Хĕрÿ ĕçсем вĕçленсен отпуска кайрĕ те – ертÿçĕ ĕçне каялла таврăнма кăмăл тумарĕ. Çавна пула ял ĕçченĕсем умне ыйту тухса тăчĕ: хуçалăха ертсе пыма çын кирлĕ. Пуху та пухрĕç, анчах та татăклă йышăну туса хăвармарĕç. «Звездапа» пĕрлешес ыйтăва та хускатрĕç. Паллах, сăмах çинче çеç юлчĕ çакă. Юн кун ку хуçалăхра пĕрлехи пуху тепĕр хут иртрĕ. Ертÿçĕ Ыйтăвне вара татса пама май килчех. Хуçалăх тилхепине Геннадий Денисова тыттарчĕç. «Пултаруллă çын çине шанăç пысăк. Çавăнпа та хуçалăхра ĕç-пуç йĕркеленсе кайма кирлĕ», - терĕ ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Н. Сергеев пухура.