Министр милици ĕçĕпе кăмăллă
ЧР шалти ĕçсен министрĕ В. Антонов Элĕке ытахальтен килмерĕ. Вăл районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ, техникăна пăхса тухрĕ. «Милици çурчĕ кивĕ, çавăнпа та çĕнни кирлĕ», - тенĕ министр. Вăл 2007 çулта Элĕкре çĕнĕ милици çурчĕ тума пуçлассине пытармарĕ.
ЧР шалти ĕçсен министрĕ В. Антонов пакунлисемпе канашлу та ирттерчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ П. Степанов вунпĕр уйăхри кăтартусемпе паллаштарчĕ. «Преступленисене уçса парассипе лайăх ĕçлетĕр», - хăйĕн шухăшне пытармарĕ министр.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета