Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Капăнра ... акăш

  Писĕп ялĕпе унăн таврашĕнче 10 пĕве. Чи пысăккинче ял çыннисем пулă ĕрчетеççĕ. Хур-кăвакал юр ларичченех кайма пĕлмест унтан. Ноябрьте эпĕ пĕве хĕррипе утса пыраттăм. Пăхатăп: умра шап-шурă акăш тăра парать, хăй утаймасть, тăрать те ларать. Мĕн пулнă-ши ăна;

Маларах вăл пĕве варрине шыв шашки (ондатра) тытма лартнă капкăна çакланнă иккен. Унтан вĕçерĕнес тесе, çунатне шыва çапа-çапа кăшкăрашнă. Çапла мĕн пур вăйне пĕтернĕ. Юлашкинчен вĕçерĕннĕ те шыв хĕррине, ял енне, тухнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 декабря 2005
00:00
Поделиться