Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвăм ÿснĕ

  «Агро-Инноваци» кăтартăвĕсем тăрăх декабрĕн 10-мĕшĕ тĕлне сăвакан ĕнесем 2341 пуç шутланнă.

  Ял хуçалăх предприятийĕсем кашни ĕнерен 6,4 килограмм сĕт сăваççĕ. Кăтарту, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 1,8 килограмм пысăкрах. Пĕтĕмĕшле сăвăм – 15097 килограмм, çав шутран 12373 килограмм (82 процент) сутнă.

  «Новый путь» хуçалăх малта пырать. Кунта кашни ĕнерен талăкра 11,7 килограмм сĕт сăваççĕ.

  8 хуçалăхра сăвăм районти вăтам кăтартуран пысăкрах. «Звезда» хуçалăхра 10,6 килограмм, «Дружбăра» - 8,3, «Авангардра» - 7,8, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра – 7,6, «Волгăра» - 7,4, «Родинăра» - 7,4, «Прогрессра» - 6,9, «Самолет» хуçалăхра 6,6 килограммшар. «Яргунькинский» хуçалăх юлса пырать, кулленхи сăвăм – 1,4 килограмм.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 декабря 2005
00:00
Поделиться