Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç укçишĕн – пыл

 

  «Пучах» хуçалăх ертÿçи Леонид Четриков ку чухнехи йывăрлăхсене çĕнтерсе пырассипе пуçарулăх кăтартать. «Ĕç укçи парăмне çийĕнчех пĕтермелле», - çапла тĕллев лартнă вăл. Анчах ял çыннисене «чĕрĕ укçапа» тивĕçтерме çăмăлах мар.

Шалăва пылпа саплаштрама май тупнă Леонид Николаевич. Çак кунсенче кăна вăл хуçалăха сиплĕ çимĕçе 365 килограмм илсе пынă. Пыл вара хуçалăх ĕçченĕсене кăмăла кайнă. Халĕ ăна хаваспах туянаççĕ.

- Пыл пире хаклах лармасть. Пасартинчен йÿнĕрех вăл, пĕр килограма 120 тенкĕпех илетпĕр, - теççĕ ял çыннисем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2005
00:00
Поделиться