Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкула çĕнĕ оборудовани килнĕ

  Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула тĕрлĕ ялсенчен ачасем çÿреççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – лайăх пĕлÿ илесси. Пытармалли çук, кунта паянхи кун вĕренекенсем валли условисем çителĕклĕ, учительсем те хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ.

Декабрь уйăхĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк шкулне «Вĕрентÿ тытăмĕн реформи» проектпа килĕшÿллĕн 200 пин тенкĕлĕх оборудовани килсе çитнĕ. Вĕсем географипе, математика, ют чĕлхе тата ÿнер искусствин кабинечĕсем валли. Ассортиментра çак япаласем: сĕтелсем, пукансем, доскасем, шкафсем тата ытти те. Çĕнĕскерсем вĕрентекенсен кăмăлне кайнă. Ачасемшĕн те савăнăçлă пулнă çакă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2005
00:00
Поделиться