Район пуçлăхĕн елкинче савăнчĕç
Район пуçлăхĕ ячĕпе иртекен елка – шкул ачисемшĕн çĕнĕлĕх. Шкулсенче 53 чи лайăх вĕренекен декабрĕн 30-мĕшĕнче районти культура керменĕнче капăр чăрăш тавра юрласа, ташласа савăнчĕ. Район пуçлăхĕ А. Платонов пухăннисене Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, вĕренÿре ăнăçусем сунчĕ. Хыççăн театрализациленĕ представлени пуçланчĕ. Тĕрлĕ юмахсенчи капăр тумлă персонажсем чăрăш тавра савăнчĕç, ыттисене те ташша явăçтарчĕç. Юлашкинчен ачасене район пуçлăхĕн парни тивĕçрĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета