Ĕçсем нумай-ха
Çурхи уй-хир ĕçĕсем çывхараççĕ. Çур аки ирттерме ял хуçалăх предприятийĕсенче 316 трактор (гусеницăлли – 107, урапалли – 209), груз турттармалли 185 машина, 128 культиватор, 119 плуг, 117 сеялка, 31 дисклă сÿре, çĕр улми лартмалли 44 агрегат пур.
Районĕпе илсен, тракторсен 70,5 проценчĕ, автомашинăсен – 61,2, сеялкăсен – 81,3, культиваторсен- 78,9, çĕр улми лартмалли агрегатсен – 88,6, плугсен 76,3 процент юсавлă.
Хуçалăхсенче дизель топливи 23 процент, автобензин 28,6 проценчĕ шутланать.
«Восход», «Гвардеец», «Родник», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем кредит илме документсем турĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета