Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисемшĕн ĕç укçи мар

Район пуçлăхĕ халăха ĕçпе тивĕçтерессине вăйлатма лайăх майсем туса панине палăртма кăмăллă. Вăл тăрăшнипе ĕçсĕррисене обществăлла ĕçсене яма 20 пин, ку ĕç ачасене те явăçтарма 22 пин тенкĕ тĕллевлĕ хушма укçа уйăрса пачĕç.

Ĕçсĕррисем, обществăлла ĕçе хутшăнса Элĕк ял тăрăхне тирпей-илем кÿрессипе вăй хураççĕ. Чиркÿ, çăва территорийĕсене тасатаççĕ, йывăçсем чылай лартрĕç. Ку енĕпе пĕр ушкăн виççĕмĕш эрне вăй хурать. Вĕсем вырăнне часах тепĕр йыш ĕçе кÿлĕне.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2006
00:00
Поделиться