Конкурс лайăххисене палăртрĕ
Районта техник-осеменаторсен тата машинăпа ĕне сăвакан операторсен конкурсне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал çавнашкал конкурс «Волга» хуçалăхăн Татмăшри сĕт-çу ферминче пулчĕ. Унта 11 техник-осеменатор тата 10 оператор хутшăнчĕç. Кашниех хăйсен профессии ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕç.
Жюри «Волга» хуçалăхри Ольга Чернова техник-осеменатора (98 балл) чи лайăххи тесе палăртрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Новый путь» хуçалăхри Татьяна Павлова (96 балл). Виççĕмĕшĕ – «Шумшеваши» хуçалăхри Надежда Федорова (92 балл). Машинăпа ĕне сăвакан операторсем хушшинче «Новый путь» хуçалăхри Лариса Михайлова (97 балл) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна «Волга» хуçалăхри Елена Владимирова, виççĕмĕшне те «Волгăри» Татьяна Семенова çĕнсе илчĕç.