Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Механизаторсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ

     Чăннипех те хисепе тивĕçлĕ механизаторсем пирĕн тăрăхра пур тесе эпир халĕ çирĕппĕнех калама пултаратпăр. Июнĕн 29-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче ака-суха ĕçĕсене пурнăçланакан механизаторсем хушшинче иртнĕ ăмăртăва пирĕн районтан Леонид Николаевич Кондратьев хутшăнчĕ. Вăл «Шумшеваши» хуçалăх механизаторĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен пултарулăхне вăтăррăн хакларĕç. 100 балл пуçтарма май пурринчен 97 таран пухса Л. Кондратьев иккĕмĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Пирĕн район механизаторĕ республика шайĕнче малти вырăнсенчен пĕрне тивĕçни – пысăк çитĕнÿ.