ЧР Президенчĕн çамрăксене пулăшас тĕллевпе кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн районта ятарлă ипотека программи ĕçлет. 2004 çулта 24 çамрăк çемьене 5 миллион та 428 пин тенкĕлĕх кредит панă. Ипотека кредичĕпе усă курса 1778,47 квадратлă метр пурăнмалли вырăн илнĕ. 17 çемье 15 процентлă каялла тавăрса памалла мар субсиди 741 пин тенкĕлĕх илме пултарнă.
«Ялăн социаллă аталанăвĕ» программипе 14 çемьене 1010,0 пин тенкĕ уйăрса панă.
Йывăр вăхăтра çамрăксене чăннипех те хавхалантарать çак пулăшу, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма май парать.