Ĕç укçи шучĕпе – райхаçат
Çырăнтару тапхăрĕнче ырă пуçару тунă «Ямаш» хуçалăх ертÿçи Алексей Дмитриев. Мĕнле çĕнĕлĕх шутласа тупнă тетĕр-и? Ял ĕçченĕсене ĕç укçи шучĕпе райхаçат çырăнса пама кăмăл тунă вăл. Кам «Пурнăç çулĕпе» хаçата кăмăллать, çавсем хуçалăх бухгалтерине пырса хăйсен шухăшне пĕлтернĕ те. Алексей Исаевичăн пуçарăвĕ «Пучах» хуçалăх ертÿçине Леонид Четрикова та килĕшнĕ. Вăл та сĕтел хушшинче пуçа нумай вăхăт ларман, бухгалтери ĕçченĕсене список хатĕрлеме хушнă. «Шалу шучĕпе райхаçат çырăнса парар», - тенĕ вăл.
Л. Четриков çырăнтару ĕçне хутшăннине пĕлнĕрен райпо пуçлăхĕ Ю. Харитонов та каллĕ-маллĕ уткалама пуçланă. «Сутуçăсене «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăнса памалла мар-ши?» - çакăн пек ыйту лартнă вăл хăй умне.