Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Япăххи те пур

  Çак кунсенче «Авангард» хуçалăх ĕçченĕсен отчетлă пухăвĕ пулчĕ. Унта Юрий Ермолаев ертÿçĕ иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕл çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн В. Редьков агроном, В. Белов зоотехник, А. Смирнов инженер сăмах илчĕç, хăйсем ертсе пыракан службăсен ĕçне тишкерсе тухрĕç.

  Тĕпрен илсен, уй-хир ĕçĕсем япăх мар пыни палăрчĕ. Фермăсем те хăш-пĕр ÿсĕмсем тунă. Сăмахран, пĕлтĕр аш-какай туса илесси 12,5 процент ÿснĕ. Сыснасен йышне пысăклатнă. Ĕне выльăхсен шучĕ пирки çавнах калаймăн, сĕт сăвассипе кăтартусене лайăхах теме çук.

  Ю. Ермолаев çамрăка ертÿçĕ пулма пĕлтĕр суйланă. Пухура ку яваплă должноçа ăнах шанчĕç.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 февраля 2005
00:00
Поделиться