Пĕчĕк предприятисем мĕнле ĕçлеççĕ?
Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк предприятисем 41 шутланаççĕ. Пĕчĕк предпринимательство сферинче ĕçлекенсем – 621 çын. Вĕсенчен 221-шĕ – уйрăм предпринимательсем. Строительство енĕпе ĕçлекенсем ытларах – 212 çын. Суту-илÿре 49-ăн, ытти çĕрте 77-ĕн вăй хураççĕ.
Пĕчĕк предприятисен производство калăпăшĕ 20,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Район бюджетне налуксем 1,08 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета