Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мускавран – медальпе

 

Мускавра Пĕтĕм Раççейри выставка центрĕнче иртнĕ регионсен пĕрлехи «Çĕр улми. Пахча çимĕç тата улма - çырла» курав - ярмаркине республикăран  8 ял-хуçалăх предприятийĕсен  представителĕсем хутшăннă. Вĕсенчен 3-шĕ - пирĕн районти фермерсем: В. Журавлев, В. Иванов, Г. Исаев.

2005 çулта В. Журавлев çĕр улми 85 гектар, В. Иванов - 47, Г. Исаев 90 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ. Вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» кашни гектартан 365, 280, 190 центнер туса илнĕ.

Ентĕшсем Мускавран пушă алăпа таврăнман. Виççĕшĕ те тĕрлĕ номинацисенче ылтăн медале тата диплома тивĕçнĕ. Вĕсен  курава пынисене хăйсен продукцийĕпе те паллаштарма май килнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 марта 2006
00:00
Поделиться