Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Халĕ пур çĕрте те юлашки хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра вара шкул çумĕнче ача сачĕ уçăлĕ. Ку тăрăхра 2009 çултанпа çуралакансен йышĕ ỹсме пуçланă.Çавна май ачасене шкул умĕнхи пĕлỹ парасси те çивĕчленнĕ.Çанă тавăрса ĕçленипе районти чылай ял тăрăхĕнче ача пахчисене чĕртсе тăратнă е çĕнĕрен тунă. Кăçал черет Мăн Ямаша та çитнĕ. Проект тăрăх, шкул çумĕнчи çуртăн уйрăм кĕрсе тухмалли пулĕ.Çавăн пекех хывăнса тăхăнмалли, тум-тире çакмалли, вылямалли тата çывăрмалли пỹлĕмсем.Çĕнĕ учреждение тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕçтересси те тĕп вырăнта. Кунта кроватьсем, шкафсем тата ачасене аталантармалли теттесем пулĕç. Сывлăха тĕрĕслесе тăмалли икĕ пỹлĕм йĕркелеççĕ. Кунти тухтăр малашне шкул ачисене те йышăнĕ. Пулас садик вырăнĕнче пуçламăш классенче вĕренекенсем пĕлỹ пухнă тата музей пулнă. Пỹлĕмсене пĕчĕк ачасене панăшăн ытти вĕренекенсене хĕсĕк пулмĕ. Мăн Ямашра унччен ача сачĕ пулман. Чи çывăххи те 20 çухрăмра вырнаçнă.Çавна пулах чылай ача килĕсенче ларнă. Савăнăçлă пулăма таврари 8 ялта кĕтеççĕ. Районти ытти шкулсем те тăрăшсах çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ. Мăн Ямашри ача садне хута яма хыснаран 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительство ĕçĕсене вырăнти подряд организацийĕ тăвать. Кĕçех шкул лаптăкĕнче ача-пăча вылямалли тĕрлĕ хатĕр вырнаçтармалла.Ĕç кал-кал пырсан авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кунти пỹлĕмсем хаваслă шăв-шавпа тулĕç.
Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра ача сачĕ тăваççĕ
Дополнительно
20 августа 2014
10:05